|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Зинаида Михайлован ВКри страницинчен илнн сӑнӳкерчӗк Красноармейски муниципаллӑ округне кӗрекен Сурӑмхӗрри ялӗнче стадион тума пуҫланӑ. Вырӑнти хастар, Зинаида Михайлова, «Контактра» халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, «ялти хастарсен пуҫарӑвне Красноармейски муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗ Павел Семенов тата Карай территори пайӗн ертӳҫи Геннадий Сверчков ырласа йышӑннӑ, май пур таран пулӑшма шантарнӑ». Стадиона туса пӗтерсен унта мини-футбол тата волейбол выляма май килӗ. Зинаида Михайлова хыпарланӑ тӑрӑх, ҫав стадиона тӑвасса ачасемпе ҫамрӑксем хавхаланса кӗтеҫҫӗ. Ачасем спортпа туслӑ пулни калама ҫук лайӑх, паллах. Спорт лапамӗ Карай ялӗнчен килекен ҫул хӗрринче, Сурӑмхӗрри ялӗ ҫывӑхӗнче, пулӗ. Унӑн тӑршшӗ — 50 метр, сарлакӑшӗ — 35 метр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() pravdapfo.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш Енри пӗр ялта 55 миллион тенкӗпе культура ҫурчӗ туса лартасшӑн. Сӑмах Вӑрмар районӗнчи Кӗлкеш ялӗ пирки пырать. Контрактӑн пуҫламӑш хакӗ — 54,96 миллион тенкӗ. Тӗнче тетелӗнчи «Правда ПФО» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, аукцион ирттересси пирки виҫҫӗмӗш хут пӗлтереҫҫӗ. Унчченхисенче подрядчика тупма май килмен. 55 миллион тенкӗ тӑракан культура ҫуртне Кӗлкешри «Шкул урамӗнчи 22-мӗш ҫурт» адреспа туса лартмалла. Пӗр хутлӑ ҫуртӑн пӗтӗмӗшле калӑпӑшӗ 352 тӑваткал метр пулӗ. Унта 72 вырӑнлах курмалли зал, вулавӑш, гардероб, кружоксен пӳлӗмӗсем тата ытти пӳлӗм пулӗ. Унпа юнашар котельнӑй хӑпартса лартӗҫ. Ӗҫе кӑҫалхи раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗччен вӗҫлеме палӑртнӑ. Электрон аукциона ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнче пӗтӗмлетӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() cap.ru/press_center сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар районӗпе юхса иртекен Йӑршу юханшывӗ урлӑ вырӑнти хастарсем кӗпер хывасшӑн. Хӑйсен вӑйӗпе мар-ха, патшалӑх укҫипе. Анчах унсӑр пуҫне вӗсем хӑйсен тӳпине те хывнӑ. «Ниме - Народный бюджет» программӑна хутшӑнса килсерен укҫа пухнӑ. Халӗ кӗпере туса паракан организацие палӑртмалла, ӑна суйласа илме аукцион ирттересси пирки тӳре-шара пӗлтернӗ ӗнтӗ. Йӑршу юханшывӗ урлӑ хывма палӑртнӑ кӗпер чиркӳллӗ Шемшер ялӗпе Тавӑшкассине ҫыхӑнтарӗ. Подрядчикӑн ӗҫе кӑҫалхи ҫу-авӑн уйӑхӗсенче пурнӑҫламалла. Кӗпере тума 9,8 миллион тенкӗ укҫа уйӑрма палӑртнӑ. Ӑна республика бюджетӗнчен тата вырӑнти хыснаран уйӑрмалла, унсӑр пуҫне халӑх пухса панӑ кӗмӗл те пур. Аукциона ака уйӑхӗн 8-мӗшӗччен пӗтӗмлетмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Красноармейски муниципаллӑ округа кӗрекен Еншик Чуллӑ ялӗнчи коллектив конкурсра палӑрнӑ. Вӗсем малти вырӑнах тухайман та, анчах унта тивӗҫлипех хутшӑннӑ. Регионсем хушшинчи конкурс ячӗ – «Ҫухалнӑ ҫӑлкуҫ». Еншик Чуллӑ ялӗнчи «Эншей» ушкӑн конкурсра 5-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Ушкӑна ҫухалнӑ ҫӑлкуҫа хӑтланӑшӑн конкурса йӗркелекенӗсем диплом парса тата 30 000 тенкӗлӗх парнепе савӑнтарнӑ. Вырӑнти хастарсене каярах Красноармейскинчи вулавӑшра чысланӑ, нумай ӑшӑ сӑмах каласа хавхалантарнӑ, ырласа та мухтаса ҫунатлантарнӑ. Кун пирки вырӑнти хастар Виталий Михайлов халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче хыпарланӑ, коллектива конкурса тивӗҫлипе хутшӑннӑшӑн ӑшшӑн саламланӑ, малашне те маттур пулма суннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Ҫӑлкуҫ: cap.ru Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев ялсене аталантарасси пирки хӑйӗн шухӑшне пӗлтернӗ. Вӑл палӑртнӑ тӑрӑх, ял ҫыннисен хулари пек пурӑнмалли майсем пулмалла. «Ку вӑл пирӗн инвестици меслечӗ: ҫын хӑйне меллӗ тата шанчӑклӑ туймалли, мегаполисри мӗнпур сервиссемпе усӑ курмалли, ҫав хушӑрах ялти пурнӑҫӑн мӗнпур лайӑх енӗсене сыхласа хӑвармалли тавралӑха йӗркелесси. Ҫак ӗҫе технологи тата республикӑри кашни ҫыншӑн уйрӑм майсем туса парассине тӗпе хурса малалла тӑсӑпӑр», — тенӗ вӑл. Ҫак тӗллевпе килӗшӳллӗн «Ял территорийӗсене комплекслӑ аталантарасси» программа пурнӑҫланать. Унпа килӗшӳллӗн ялсенче культура ҫурчӗсемпе шкулсене юсанӑ. Ҫӗнӗ оборудовани илсе панӑ. Ҫавӑн пекех спортпа туслӑ пулмашкӑн футбол тата хоккей вылямалли вырӑнсем йӗркеленӗ. Чӑваш Енри ял хуҫалӑх министрӗ Андрей Макушев пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак программа валли 2025 ҫулта 2,6 миллиард тенкӗ уйӑрнӑ пулнӑ. 2026 ҫул валли вара калӑпӑш 3,1 миллиард тенке ҫитнӗ. Программа ял ҫыннисене пурӑнмалли ҫурт-йӗр туянма та пулӑшать. Пӗлтӗр 12 ҫемье ҫурт лартма укҫа илнӗ. Тата 31 ҫын ҫӑмӑл ял ипотекипе усӑ курнӑ. Ял ҫыннисем хӑйсем те айккинче тӑмаҫҫӗ, ялсене илемлетме хутшӑнаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() t.me/chuvashenkalasat каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Йӗпреҫ районӗнчи Ҫӗрпӳел ялӗнче пурӑнакан кинемей юр вӑйлӑ ҫуса лартнӑ хыҫҫӑн пӳртрен тухайман. Ватӑ ҫын ҫухалса кайман — 02 номерпа шӑнкӑравласа пулӑшу ыйтнӑ. Ун патне йӗрке хуралҫисем пырса ҫитнӗ. Участковӑйпа ҫул-йӗр инспекторӗ кинемей пӳрчӗ патне пыракан ҫула ҫур сехетре тасатса панӑ, ватӑ ҫын урама тухма пултарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() forum.zarulem.ws сӑнӳкерчӗкӗ Канаш районӗнчи Хурӑнлӑхра пурӑнакансем яла автобус ҫӳреме пӑрахнӑ хыҫҫӑн тӗрлӗ ҫӗртен пулӑшу ыйтма пуҫланӑ. Вӗсен пӑшӑрханӑвне прокуратура илтнӗ. Яла автобуссем 2025 ҫулта ҫӳреме пӑрахнӑ иккен. Надзор органӗ тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн ял администрацийӗ перевозчикпа килӗшӳ тунӑ. Халӗ «Канаш – Ӑвӑспӳрт Кипеч – Хурӑнлӑх» маршрутпа автобус каллех ҫӳреме пуҫланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() «Контактри» сӑн Шупашкар округӗнчи Качакасси ялӗнче шыв башни персе аннӑ. Кун пирки «Пуринчен малтан» телеграм-канал та, «Контактра» халӑх тетелӗнчи «Вести Чувашии» ушкӑн та пӗлтернӗ. Башня мӗншӗн ӳкнӗ? Кун пирки информаци ҫук. Анчах сӑнӳкерчӗке пӑхсан ҫакӑ паллӑ: башня вӑйлах тутӑхнӑ, кивӗ. Унпа ял ҫыннисем усӑ курнӑ-и е ҫук-и — ку та паллӑ мар. Сӑмах май, 2023 ҫулта Хӗрлӗ Чутай округӗнче вӗр ҫӗнӗ башня персе аннӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Вӑрнар районӗнчи Тимӗрҫкасси ялӗнчи урамсенче юртан тасатса тӑмаҫҫӗ иккен. «Вӑрнар районӗнчи Тимӗрҫкасси ялӗнче пурӑнатӑп. Вырӑнти ял тӑрӑхӗн администрацийӗ урамсенчи юра тасатса тӑмасть. Юр тасатакан техника хӗл каҫипе пӗрре ҫеҫ пулчӗ. Урамсене пӗр техника та, ҫав шутра васкавлӑ службӑсен те, кӗрсе тухаймасть. Ял тӑрӑхӗн администрацине шӑнкӑравласа каланин усси ҫук», – тесе пӗлтернӗ «Контактри» «Эпир Чӑваш Енрен» паблика вырӑнти пӗр ҫын. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Вӑрнар районӗнчи Мӑн Явӑшра пурӑнакансем яла автобус ҫӳреме пӑрахнишӗн пӑшӑрханаҫҫӗ. Яла автобуссем Вӑрнартан ҫӳренӗ. Пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗн 8-мӗшӗнчен вӗсем хутлама пӑрахнӑ. Асӑннӑ рейс кӳршӗри тӑватӑ ял ҫыннисемшӗн те меллӗ пулнӑ. Унпа Кӗҫӗн Кипек, Уйкас Явӑш, Ҫӑкаллӑ Явӑш, Мулакасси ял ҫыннисем те район центрне ҫитсе килме пултарнӑ. «Ӗҫе кайма та, ӗҫпе тухса кӗме те, больницӑна тухтӑр патне ҫитме те май ҫук», – тесе кулянаҫҫӗ вырӑнтисем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
